КАЙМАСТĂП ТАМӐКА ТАРҪА
Эп йӑлӑхрӑм ку тӗнчере -
Суя , ултав та тарӑху.
Чунпа эп ҫӳллӗ тӳпере -
Эппин, каям-и пӗрех хут.
Курайманлӑхпа тулнӑ тӗнче
Пытаннă юрату хыçне.
Пӗркеннӗ ырӑпа усалӗ
Тума хӑйӗн хура ӗҫне.
Мухтаҫҫӗ шӑлсене хӑйра ,
Саваҫҫӗ вӑрттӑн кураймасӑр.
Кураҫҫӗ ҫӗнтерӳ вӑйра ,
Хăйсем айваннине туймасăр.
Пӗччен кӑна ҫак пурнӑҫра
Пурнайӗччӗҫ шик шӑхӑрса .
Анчах вĕсем хыççăн , хыҫра ,
Пуш вырӑн ҫеҫ юлать тӑрса.
Ҫак пурнӑҫ ҫаврӑнать ҫапла -
Суя сӗрсессӗн ҫиелтен ,
Хакне хушать пур япала .
Ухмах нумай - пур илекен.
Ҫапла вӑл - пурнӑҫӑн тӳнтерӗ ,
Ӗненме ҫуккӑ никама .
Мӗнле вӑй усала ҫӗнтерӗ -
Пулать- ши ырӑна шанма?
Улшӑнмасассӑн ҫак тӗнче ,
Ҫӗнтермесен ҫак вӑрҫӑра .
Этемлĕхĕн ҫут килĕнче
Шуйттан туллайӗ пурсӑра.
Пӗлетӗп, турӑ пур , паллах ,
Вӑл шӑппӑн хӑй ӗҫне тӑватӗ.
Кам халь пуҫҫапнӑ усала ,
Ӑна пӗтерӗ ун хӑвачӗ.
Пӗр харăссăн тӗнче пӗтмест-
Кашнин хӑйӗн тӗнчи арканӗ.
Кама турӑ пани ҫитмест -
Ӑна кӗтет шуйттан хуранӗ.
Вӑт ҫакӑн пек вӑл ҫак тӗнче -
Чун вӑйӗпе вӑл пурăнать.
Ыр чун пулать тур патĕнче -
Усалӗ - ҫӗр ҫинчи пекех.
Суя , ултав та тарӑху,
Чуралăх ӗмӗрлӗх унта.
Виҫесӗр хурлӑ парӑму -
Мӗншӗн чунна сутрӑн кунта?
Ҫак ҫӗр ҫинче - пурте пӗрле :
Шуйттанӗ , юрӑҫӗ , ҫветтуйӗ.
Вилсессĕн - уйӑраҫ пире ,
Ҫакна кашнийӗн чунӗ туйӗ.
Ун чух тинех чавса ҫыртаймӑн :
Мӗн пур туни - куҫ умӗнче.
Турри те , сатани суйламӗҫ
Ҫынна пӑхса ун куҫӗнчен.
Эп чӑтаймас ку тӗнчене -
Луччӗ кайса вилеп вӑрҫа.
Вара эп ҫитӗп тӳпене -
Каймастăп тамӑка тарҫа .