Эп сана манман ,
Эс манрах пурнан.
Эс ман - юрату ,
Эс ман - ырату.
Эс ман сывлӑшӑм ,
Эс ман сывлӑхӑм ,
Шурӑ акӑшӑм -
Манӑн Айкӑшӑм.
Сан урамусем ,
Ҫырму- шывусем -
Асӑмрах вӗсем
Ачалӑх шавӗсем.
Савнӑ хӗрача
Халь те чӗремре .
Ӗмӗтре анчах
Унпала ҫӳреп.
Юлташ-тӑвансем
Аякра таҫта .
Чунпа ывӑнсан
Кампа калаҫан ?
Ҫулсем иртнӗҫем
Ӗлӗкхи асра.
Кӗскелеҫ кунсем -
Тӗлпулас часрах.
Ларам машин ҫине ,
Тухса каям унта.
Вӑхӑт пур тинех -
Кӗтеҫ- ши тата?
Атте- анне ҫук,
Шӑллӑм ялта мар.
Тӑванё те ҫук -
Эппин , тӑхтамалла?
Эх, шур акӑшӑм -
Сип- симӗс Айкӑшӑм ,
Савнӑ хӗрача -
Ӗмӗтре анчах...