Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

АЧАЛӐХӐН ТЕЛЕЙӖ

Малти Ишекри шкула , учителӗсене
тата вӗренекенӗсене

Йывӑҫран кӑначчӗ пирӗн шкул,
Вӑл кивӗччӗ , вутпа хутатчӗҫ.
Кунта эпир вĕреннĕ вунӑ ҫул -
Мӗн чуль ача унта утатчӗ.

Вӑл пулнӑ пирӗншӗн чӑн- чӑн тӑван
Иккĕмĕш кил тесен те тӗрӗсех.
Класс ертӳçи, пит ырӑ пулнăран ,
Халь те килет вӑл пирӗн тӗлӗке.

Директорӗ - хисеплĕ капитан,
Шкул штурвалне тытатчӗ питӗ ҫирӗп.
Пурӑнӑҫпа пыратпӑр- ха пӗр тан -
Пуриншĕн те ӑна мухтавӑм пирӗн .

Асрах эсир , тӑван учительсем ,
Сирӗн хака кайран-ҫке тин ӑнланнӑ.
Шкулти пирӗн атте те аннесем -
Сире пула эпир куллен тӑнланнӑ .

Ҫӗре ҫити таймапуҫӑм сире -
Айӑплисем халь каҫару ыйтаҫҫӗ .
Эсир чунпа кӑпкалатнӑ ҫӗре
Вӗренекенӗрсен шӑпийӗсем выртаҫҫӗ.

Йывӑҫран кӑначчё пирён шкул -
Ун хакӗ ылтăна халь куҫнӑ .
Кунта - ачалӑхӑн телейӗ - вунӑ ҫул,
Ӑслӑлӑхпа чӑн туслăх ӳснĕ .