Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ТЕЛЕЙ СИМФОНИЙӖ

Н.С.В.
Санӑн сассу , санӑн сассу ,
Телей симфонийӗ , сюита.
Сана такам та савасса ,
Паллах , Юрий Трофимов та.

Сассу ӑшӑ , хӗвел пекех,
Шӑнкӑртатать , чӗвӗлтетет.
Чӗрем ман ҫӑтмаха лекет ,
Сана кӑна итлес килет.

Тулли телейӗн эс янран ,
Пӗтӗм чунтан юратнӑ сасӑ.
Тӳпе юрлать санӑн ятран -
Саркайӑк ҫеҫ сывлатӗ ассӑн ...