Найти тему
Тӳпе Юркки

ЮРАТУ ҪУРАЛНӐ КУН

Ҫуркунне пилленĕ тĕлпулу
Пулмаллах телейлӗ пур енчен.
Чунӑма вырнаҫрӗ сан куллу,
Чӗре тек пуласшăн мар пĕччен.

Юрату ҫуралнӑ кун паян -
Савӑнать тӗнче те таврара.
Эс , савни , кӗҫех ларса каян ,
Мӗн тӑвас- ха сансӑр ман вара ?

Эп юлатӑп хам шухӑшсемпе ,
Кашни саманта асра тытса.
Килӗшетӗн эс мана тем пек,
Тыткӑнларӑн чӗремпе ӑса.

Паллă мар- ха пирӗн пуласси -
Ӗмӗте чӑн тума ҫӑмӑл мар.
Иртни пит аван та - курасси ,
Ан ҫураттӑр пирӗншӗн чăрмав.

Ҫуркунне пилленĕ тĕлпулу
Пултӑрах телейлӗ пур енчен.
Чунӑмра ҫунатӗ сан куллу,
Чӗреҫӗм ан пултӑрччӗ пӗччен .