Эп тавӑратӑп сана пурпӗрех -
Вӑхӑта , пурнӑҫа, хама та ҫӗнсе .
Ҫӗр ҫинче пулмасан - тӗл пулап тӳпере ,
Сансӑр пурнӑҫӑм ҫук - эсӗ манӑн тӗнче.
Санӑн ӑшӑ куллу - манӑн ҫутӑ хӗвел,
Сенкер куҫусемсӗр тӳпе те пушах.
Эсӗ хирӗҫ утни - пурнӑҫпа тан телей,
Юнашар эс ҫукки - манӑн чӗрӗ нуша.
Чӗреме те , ыйтсан , эпӗ парӑп сана,
Пурнӑҫа , ик куҫа , аллӑма , урана.
Сывлăшпа ҫӑкӑр пек эсӗ кирлĕ мана ,
Эс килсен ман пата - вилĕмрен вӑранап .
Ан кӗттер нумайччен - вӑхӑт хӑвӑрт пӗтет,
Ман ҫырассӑм килет пур телейӗм ҫинчен.
Тухӑҫран ман пата кăвакарчăн вӗҫет ,
Вӑл пӗлет пулмалла - эпӗ питӗ пӗччен.