Молитва
Примерное определение слова - МОЛИТВА : (от глаголов «молить», «умолять») - обращение человека к высшим духовным силам, общение с ними; универсальная форма религиозной жизни.
О всеобщности молитвы свидетельствуют первые тексты и воспоминания ранних письменных цивилизаций о дописьменном времени. Так, согласно английскому издателю шумерских литургических текстов С. Лангдону (начало XX века), молитвенные тексты на шумерском, древнейшем письменном языке Месопотамии (III тысячилетие до н. э.), намного чаще имеют просительный, покаянный или хвалебный характер, чем более поздние тексты на семитских языках Месопотамии (если это не переводы с шумерского), в которых преобладают речения магического типа.
Слово Молитва, на чувашский переводится как - КĔЛĔ, и есть Кĕлĕ — божество в чувашской традиционной религии.
Молитва / КĔЛĔ на Чувашском языке.
Пĕсмĕлле амин, Турпапайăм, Пÿлĕхçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм! Атте-анне, асаттесем-асаннесем, кукаçейсем-кукамайсем, папайсем-мăнаккасем, куккасем-аккасем, пичесем-аппасем, йăснасем-инкесем, шăллăмсем- йăмăксем, ывăлсем-хĕрсем! Тăвансем, хурăнташсем, кÿршĕсем, ялйышсем! Мĕнпур чăваш халăхен ывăлĕ-хĕрĕсене çуратса кун панă ырă чун-чĕресем, чăваш кун çулне ырă йăла-йĕркесем халалласа (пÿрсе) хăварнă асаттесем-асаннесем, çак çутă тĕнчере чăваш халăхĕ сапăрлă та ырă чунлă, йăваш та уçă кăмăллă,ăслă та тавракурăмлă, ырлăх-пурлăх, иплĕх-сиплĕх ÿстерме тăрăшса йĕри-таврари, кÿршĕри, çывăхри-инçетри халăхсемпе килĕштерсе туслă пурăнма халалласа хăварнă асаттесем-асаннесем, тавтапуç сире пурсăра та пирĕнтен (манран)! Турпапайăм, пÿлĕхçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм, асаттесемпе асаннесем, кукаçейсемпе кукамайсем, атте-анне, каçарăр пире (мана) çак çут тĕнчере йăнăшса çылăха кĕнĕ пулсан, каçарăр пире (мана) ăнсăртран йăнăшса çылăха кĕрсен. Турпапайăм, Пÿлĕхçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм, каçарăр пирĕн асатте-асаннесене, кукаçей-кукамайсене, атте-аннене çылăхлă пулнă пулсан çак çут тĕнчери пурнăçра, каçарăр вĕсен çылăхĕсене, каçарăр йăнăшакансене, лăплантарăр усал та тискер чунлă пулнисене, йăпатăр ирсĕр те аскăнчăк чунлисене. Турпапайăм, Пÿлĕхçĕм, Киреметĕм,Пихампарăм, пулăшăр пире (мана) хуйхăра, хурлăхра, синкерлĕ хаяр саманара; хăтарăр пире (мана) хăрушлăхпа тискерлĕхрен, синкерлĕхпе сĕмсĕрлĕхрен, аскăнчăк-хапсăнчăк непсĕрен; хăтарăр усал та хаяр сăмахсенчен, усал ĕçе çыхлантарас текенсенчен. Турпапайăм, Пÿлĕхçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм, пулăшăр пире (мана) йăнăша тайăлсан, йăнăшрăмăр пулсан; пулăшăр пире йăнăш туса усал ĕçе пуçăниччен; пулăшăр пире синкерлĕх пусмăрне лекиччен, тÿсĕмлĕх пар пире йывăр саманара хĕн-хура лексен, тирпейлĕх те сăпайлăх пар тулăхлă та телейлĕ пурнăçра. Эй, Турпапайăм, Пÿлĕхçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм, усал чĕлхесене шăплантар, хаяр кăмăлсене лăплантар, тискер шухăшсене йăвашлантар, сĕмсĕр хăлăхсене сăпайлăх пар, хурлăх-хуйхăлисене шанчăк пар, телейсĕррисене ăрăскал пар, çăмăлтай-тăмсайсене ăс пар, тарăхакансене лăплану пар. Çылăхсăр та сăпайлисене – çăтмаха; çылăхлисене – йăнăшсене тÿрлетме тамăк картине, сухăр вĕрекен тамăк хуранне; йăнăшсене тÿрлетекенсене – ырлăх-сиплĕх, тасалăх-сывлăх, танăçлăх-туслăх ĕмĕтĕсемпе, чунĕ-чĕрисемпе пиçсе-çунса ырă ĕçсемпе тÿрлĕхе тухма пулăшăр, пулас ырă пурнăç хавхалантарнипе хастарлă хăлаçланса çăтмах çĕрне вĕçсе çитес чун-хавалпа, чун-чĕрене танăçлăх-канăç тупма халал парăр, Турăçăм, Пÿлехçĕм, Киреметĕм, Пихампарăм!
Подписывайтесь на мой канал, и ставьте лайки, если понравилось.