Эй, Чăвашăм , эс, хăçан Хура халăхран тухан? Мĕн ĕмĕрте асапра Тĕттĕмре те хурлăхра Тен, телейлĕ пурнăçу Сан çухалнă вăхăтра ? Чи хăватлă манăçу Е хупланă пулăмра ? Калаçаççĕ, ĕлĕкрех Пулнă,теççĕ, хисепре Халĕ ĕнтĕ пурпĕрех Çак мăнтарăн чăвашсе Пулнă, тет ,вĕсен патша Е Ĕмпӳ, кама мĕнле килĕшет Халăхсем йĕри-тавра Вĕсенчен шикленнĕ,тет. Тет, тени халь иртсе кайнă Пулăмра ĕмĕт арканнă Тискер халăх аталаннă Чăваша та парăнтарнă. Мĕскĕн чунлисем шикленнĕ Тăшман куçĕнчен тинкернĕ Парăнманни васкаса Тухса тарнă вăрмана… Вăхăт шăвать майĕпе. Урăх халăх вăйĕпе Ар енĕпе çыхăнать Ют чĕлхепе калаçать. Акă, ĕнтĕ, урăх халăх Тухрĕ мĕскĕн чăвашран Ĕмпӳрен пулать мăн хан Тутарсен çукрах турхан.... Çаплипех пĕтрĕ-ши халăх Тĕп пулчĕ-ши асапра ? Çук иккен, мăнтарăн çармăс Пăрттаспа пулнă çумра. Вăрманта ,вĕт,йывăр пурнăç Тыр-пулне туса илме Каçсерен çил-тăвăл урмăш Тыллать чăвашсен чунне. Пурнăçĕ ытла та йывăр Анчах кама тарăхас ? Ывăнсан выртса,эс, çывăр Тĕлĕкре çăтмах курас... Çырулăх пулман Чăв
Эй, Чăвашăм, эс, хăçан cассуна хуть хăпартан ?
30 августа 201930 авг 2019
23
1 мин