Кĕтет чăваш çимĕке Паллă тунă мункунтан Иртрĕ акă çуркунне Шаккать çимĕк алăкран. Таса тумтир тăхăнса Хуран куклине йăтса Утать халăх масара. Çăва алăк умĕнче Чăваш тăмас(ть) тăхтаса Эрех унăн аллинче Хывмас хĕрес вăтанса. Кĕртрĕç ирĕксĕр тĕне Турра вăйпа юраймăн Çынсен ырă кăмăлне Хĕрес хывса хуçаймăн. Кулă чăваш тутинче Кулянни те туйăнмасть Тутăр çук ун кĕсъинче Ватăсемшĕн макăрмасть Тĕне кĕртрĕç ирĕксĕр Хĕрес лартрĕç масарне Ĕлĕк-авал йĕмесĕр Тен, ирттернĕ çимĕкне ? Вилнисене асăнса Эрех-сăра ĕçетпĕр Çав вăхăтра ахăрса Чун каниччен их(ĕ)ретпĕр Асăрхансам тăванăм Эпир кунта çăвара Вилнийĕсем, юлташăм Леш тĕнчере,тăлăхра Пулас ăру мĕн курать? Япăххине асăрхать Ӳсĕррине ăмсанать Пуласлăха çухатать ... Акă, мĕскĕн чăвашĕ Выртать çăва варринче Унăн çывăх юлташĕ Ташша ячĕ, амикке. Çумрах пуçтах арçынсем Чышкийĕсе чăмăртаç Пĕрне пĕри çийĕнчех Хăлха чикки тытараç(çĕ) * * * * * Каç пуласпа масарсем Юлаç тăрса тăлăха Килес çулхи çимĕкчен Юлччĕр канлĕ шăплăхра. июль 2005 мĕш çул. В.