59 подписчиков
Кушлавăш тăрăхĕнчи хăш ял маларах пуçланса кайнă Çак тĕпчев авторĕ – Канаш районĕнчи Ямаш-Чарпуç ялĕнче пурăнакан Александр Иванович Стеклов – икĕ томлă «Сказание о чувашах» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Тĕпчевçĕ Шупашкарти, Хусанти, Мускаври тата ытти хуласенчи архивсенче пулса, авалхи çĕршер-çĕршер документа тĕплĕ тишкернĕ. А.Стеклов хаçата вулакансене пирĕн районти хăшпĕр ялсен историйĕпе паллаштарма кăмăл турĕ. «Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ Хура вăрманпа хупланса выртать...» – чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмăри çак йĕркесене пĕлмен çын çук та пуль...
1 год назад
8 подписчиков
Эй, Чăвашăм, эс, хăçан cассуна хуть хăпартан ? Эй, Чăвашăм , эс, хăçан Хура халăхран тухан? Мĕн ĕмĕрте асапра Тĕттĕмре те хурлăхра Тен, телейлĕ пурнăçу Сан çухалнă вăхăтра ? Чи хăватлă манăçу Е хупланă пулăмра ? Калаçаççĕ, ĕлĕкрех Пулнă,теççĕ, хисепре Халĕ ĕнтĕ пурпĕрех Çак мăнтарăн чăвашсе Пулнă, тет ,вĕсен патша Е Ĕмпӳ, кама мĕнле килĕшет Халăхсем йĕри-тавра Вĕсенчен шикленнĕ,тет. Тет, тени халь иртсе кайнă Пулăмра ĕмĕт арканнă Тискер халăх аталаннă Чăваша та парăнтарнă. Мĕскĕн чунлисем шикленнĕ Тăшман куçĕнчен тинкернĕ Парăнманни васкаса Тухса тарнă вăрмана… Вăхăт шăвать майĕпе. Урăх халăх вăйĕпе Ар енĕпе çыхăнать Ют чĕлхепе калаçать...
7 месяцев назад