Пăва районӗнчи Альших шкулӗнче библиотекарьсен семинарӗ иртрӗ. «Кӗнеке вăл – анлă парăс Пурнăç ятлă тинӗсре. Кӗнеке – маяк, пӗр харăс Çутатать пур çул-йӗре», – тесе çырнă чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай. Кӗнеке вулама юратаканшăн вăл çывăх тус, шанчăклă юлташ. Кӗнеке çынна ырă ăс парса пулăшать, тӗрлӗ енчен аталантарса пырать. Çак тӗллевсене палăртса Пăва районӗнчи Альшихри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулта район шкулӗсенчи библиотекарьсен семинарӗ иртрӗ. Шкул библиотекарӗ Ольга Николаевна Киргизова вӗрентекенсемпе тачă çыхăнура ӗçлет. Тутарла, вырăсла тата чăвашла тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗç. Тӗплӗнрех