Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Миронович Кольцов нумай çул хамăр тăрăхри вӗçен кайăксене сăнаса çырса пырать. Хӗл каçма юлнисем валли ятарласа апат хатӗрлет. Ветеранăн ку темăпа темиçе кӗнеки те тухрӗ. «Птицы в наших краях» кӗнекине иртнӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательстви пичетлесе кăларчӗ. Кунсăр пуçне 2020 çултанпа Аслă Кабан ялӗнчи В.И. Андреев академик ячӗпе хисепленекен шкулта уçă уроксем, практика занятийӗсем ирттерет. Çакăн пек черетлӗ тӗлпулу иртнӗ эрнекун, мартăн 27-мӗшӗнче, 4-мӗш класс ачисемпе пулчӗ. Тӗплӗнрех
Вӗçен кайăксене темиçе çул сăнакан Лайăш чăвашӗ шкул ачисемпе тӗл пулчӗ
3 апреля3 апр
~1 мин