Эпӗ юлашки 5-6 çул пӗччен пурăнакан, ватăлса пыракан арçын. Хам ӗмӗре çак ялта çуралса, вӗренсе, пурăнса ирттернӗ çын. Кичемрех çав пӗччен пурнăç, уйрăмах хӗллехи вăрăм каçсенче. Ыйхă вӗçнӗ вăхăтра час-часах чӳрече умне пырса ларатăп. Урамра çил-тăвăл алхасать, юр пӗрчисем кантăка пырса перӗнеççӗ те çыпăçса лараççӗ. Çав самантсенче манăн чуна тунсăхлăх-пӗчченлӗх туйăмӗсем тыткăна илеççӗ. Сасартăк автомобиль фарисен çути каçхи тӗттӗме çурса чӳрече витӗр пӳлӗме çутатса ярать. Эпӗ тутлă ыйхăран вăраннă евӗр, телевизор кнопкине пусатăп. Ытларах Чăваш Ен каналне пăхма юрататăп. Илемлӗ кӗвӗсене итлесе ларнăçемӗн куç умне иртнӗ пурнăçăн тӗрлӗ саманчӗсем шуса тухаççӗ... Малалла