Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа 4 çул... Хăшӗ-пӗри, тӗпрен илсен СВО хăйсене пырса тивменнисем, ку темăран ывăнса çитни те сисӗнет. Анчах фронтрисем валли ырми-канми маскировка сеткисем çыхакан, окоп çуртисем ăсталакан, апат-çимӗç типӗтекен, ытти çав тери кирлӗ нумай-нумай ӗç тăвакан, хăрушлăха пăхмасăр гуманитаркăна фронта леçекен волонтерсем çинчен мар ку сăмахсем. Вӗсем яланхи пекех окоприсемпе пӗрле, салтаксене хамăрăннисемпе юттисем çине уйăрмасăр пулăшаççӗ. Ырă ӗçре вара чикӗ çук. Тӗплӗнрех
Кивӗ Шемӗршелӗнчи Шарфутдиновсен утарӗ окоп çуртисем валли 55 килограмм ăвăс панă
4 февраля4 фев
~1 мин