Ку видеона пире "Сувар" хаҫатӑн тусӗ, Теччӗре пурӑнакан хастар чӑваш Николай Николаевич Сергеев ярса пачӗ. Ӗненекенсем Теччӗ районӗнчи Бессоново ялӗнче ҫынсем Кӑшарние ятарласа юханшывра касса кӑларнӑ иорданьре шыва кӗрсе тухма пуҫтарӑннӑ. Ку ялта нумай пулмасть ыркӑмаллӑхҫӑ Максим Андреев Часавай, трапезнӑй туса лартнӑ. Ҫынсемшӗн ку ҫав тери пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ.