Культурăсен пӗрлӗхӗ –халăх вăйӗ Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне Раççейӗпе çыракан этнодиктант кăçал 10-мӗш хут иртет. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче онлайн мелӗпе те, çак тӗлӗшпе ӗçлекен ятарлă площадкăсенче те çырма пулать. Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи тӗп площадка яланхи пекех Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче пулӗ. Пӗтӗмпе республикăра 100 площадка ӗçлӗ. Пӗлтӗр Тутарстанра 46 пине яхăн çын ку акцие хутшăннă. Йӗркелӳçӗсем кăçал этнодиктант çыракансен шучӗ ытларах пуласса шанаççӗ. Этнодиктант ирттересси пирки, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисем çинчен тата ноябрӗн 6-мӗшӗнче паллă тăвакан Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ пирки юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗнче, «Татар-информра» пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина тата ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Пирӗн çурт – Тутарстан» фестивалӗн гала-концерчӗн режиссерӗ Рамиль Сибгатулли