Найти в Дзене
Suvargazeta23

Рейхстаг çине кам алă пуснă-ши

Рейхстаг çине кам алă пуснă-ши? Ăнсăртран çак сăнӳкерчӗк куç тӗлне пулчӗ. Унта Рейхстаг стени çине: «Аксубаево Харитонов Исаев», – тесе çырнă. Манăн кукаçи Алексей Никитович Харитонов 1941 çулта вăрçа Аксу районӗнчи Медянка ялӗнчен кайнă. Вăрçă вучӗ витӗр тухса Берлинах çитнӗ, киле Çӗнтерӳпе таврăннă.  Аппа Мария Алексеевна, Алексей Никитовичăн хӗрӗ (вăл кукаçи вăрçăран таврăнсан çуралнă), каласа панă тăрăх, кукаçин тутар юлташӗ пулнă. Вăл ăна вилӗмрен çăлса хăварнă. Унăн ятне те, вăл Аксу районӗнчи хăш ялтан иккенне те эпир пӗлместпӗр. Вăрçă хыççăн вӗсем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренӗ, вăрçă çулӗсене аса илнӗ, йӗнӗ те.  Тӗплӗнрех

Рейхстаг çине кам алă пуснă-ши?

Ăнсăртран çак сăнӳкерчӗк куç тӗлне пулчӗ. Унта Рейхстаг стени çине: «Аксубаево Харитонов Исаев», – тесе çырнă. Манăн кукаçи Алексей Никитович Харитонов 1941 çулта вăрçа Аксу районӗнчи Медянка ялӗнчен кайнă. Вăрçă вучӗ витӗр тухса Берлинах çитнӗ, киле Çӗнтерӳпе таврăннă. 

Аппа Мария Алексеевна, Алексей Никитовичăн хӗрӗ (вăл кукаçи вăрçăран таврăнсан çуралнă), каласа панă тăрăх, кукаçин тутар юлташӗ пулнă. Вăл ăна вилӗмрен çăлса хăварнă. Унăн ятне те, вăл Аксу районӗнчи хăш ялтан иккенне те эпир пӗлместпӗр. Вăрçă хыççăн вӗсем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳренӗ, вăрçă çулӗсене аса илнӗ, йӗнӗ те. 

Тӗплӗнрех