Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Савгачевăри ача садне çӳрекен кашни ачан чăваш тумӗ пур

Савгачевăри ача садне çӳрекен кашни ачан чăваш тумӗ пур Ачасем тăван чӗлхене, культурăна кипкеренех ăша хывччăр тесе ача сачӗсем те, шкулсем те ырми-канми тăрăшаççӗ. Акă Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчи ача садне кăна илер тӗслӗхе. Кунта шăпăрлансем хăйсем хăш халăх ачи пулнине тата та çивӗчрех туйччăр тесе ашшӗ-амăшӗ кашни ачана чăваш тумӗ çӗлесе е сутăн илсе панă. Ытти чăваш ялӗсемшӗн ырă тӗслӗх ку. Кирек мӗнле мероприятие те халӗ Савгачево садикне çӳрекенсем наци тумӗ тăхăнса хутшăнаççӗ. Кăна пӗлтӗр кӗркунне Кивӗ Саврăшра иртнӗ Чăваш ачисен фестивалӗнче эпир те, «Сувар» хаçат журналисчӗсем, курса ӗненнӗччӗ. Ун чух Савгачевăри ача сачӗн чысне Филипп Кирилловпа Александра Сидорова хӳтӗлерӗç. Илемлӗ чăваш тӗрриллӗ кӗпесем тăхăннăскерсем хитре юрă юрласа пачӗç.  Тӗплӗнрех

Савгачевăри ача садне çӳрекен кашни ачан чăваш тумӗ пур

Ачасем тăван чӗлхене, культурăна кипкеренех ăша хывччăр тесе ача сачӗсем те, шкулсем те ырми-канми тăрăшаççӗ. Акă Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчи ача садне кăна илер тӗслӗхе. Кунта шăпăрлансем хăйсем хăш халăх ачи пулнине тата та çивӗчрех туйччăр тесе ашшӗ-амăшӗ кашни ачана чăваш тумӗ çӗлесе е сутăн илсе панă. Ытти чăваш ялӗсемшӗн ырă тӗслӗх ку. Кирек мӗнле мероприятие те халӗ Савгачево садикне çӳрекенсем наци тумӗ тăхăнса хутшăнаççӗ. Кăна пӗлтӗр кӗркунне Кивӗ Саврăшра иртнӗ Чăваш ачисен фестивалӗнче эпир те, «Сувар» хаçат журналисчӗсем, курса ӗненнӗччӗ. Ун чух Савгачевăри ача сачӗн чысне Филипп Кирилловпа Александра Сидорова хӳтӗлерӗç. Илемлӗ чăваш тӗрриллӗ кӗпесем тăхăннăскерсем хитре юрă юрласа пачӗç. 

Тӗплӗнрех

-2
-3
-4
-5
-6
-7
-8
-9