Тутарстанра пурăнакан халăхсен республика шайӗнчи наци уявӗсем 2024 çулта хăçан пуласси паллă. Майăн 26-мӗшӗнче — вырăс халăхӗн «Каравон» уявӗ. Яланхи пекех Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртет. Июнӗн 15-мӗшӗ — марисен «Семык» уявӗ. Мамадыш районӗнчи Аслă Шия ялӗнче иртет. Июнӗн 23-мӗшӗнче — тутарсен «Сабантуй» уявӗ. Хусанта иртет. Июнӗн 29-мӗшӗнче — удмуртсен «Гырон быдтон» уявӗ. Менделеевски районӗнчи Енабердино ялӗнче иртет. Июнӗн 30-мӗшӗ — мордвасен «Валда Шинясь» уявӗ. Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртет. Июлӗн 5-мӗшӗнче — славянсен «Иван Купала» уявӗ. Ешӗлвар хулинче иртет. Июлӗн 6-мӗшӗнче — чăвашсен «Уявӗ». Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртет. Июлӗн 13-мӗшӗнче — кӗрешӗнсен «Питрау» уявӗ. Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче иртет. Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Республикăри халăхсен уявӗсем хăçан пуласси паллă. Ăçта иртет-ха кăçал чăвашсен «Уявӗ»?
21 февраля 202421 фев 2024
~1 мин