Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ЮРАТУ ГЕНЕРАЛӖ

Пурин те пурӑнас килет
Савса та, савтарас килсе.
Ҫитсессӗн тӳпери тивлет,
Анаҫҫӗ кирлине илсе.

Эс манӑн ҫӑлтӑрлӑ парне,
Кунҫулӑмӑн телей вылявĕ.
Ҫӗнтертӗм юрату ҫарне -
Ман алӑра халь - ун ялавĕ.

Ман юрату - чи хӑватли,
Эп - унăн ҫӗнӗ генералĕ.
Ку ҫӗнтерӳ - чи сӑвапли,
Мана уншӑн - чӗрӳн медалӗ.

Ҫухатрӑм пуҫӑма эп саншӑн,
Юна юхтартӑм чӗремрен.
Чунӑм суранӗ виҫӗ аршӑн -
Хӑрамӑп эпӗ нимӗнрен.

Тӳпен илемӗ те майри
Манпа пӗрле, ман алӑра.
Эппин, эп те ҫӳлти шайра -
Кӗрле, ҫӳл тӳпери литавра!

Телейӗм кайӑкӗ тавра,
Ман туйӑмсен ҫирӗп хуралӗ.
Кӗрле, ҫӳл тӳпери литавра -
Сан сассунта ҫемье ҫуралӗ!