Чунра каллех ҫап-ҫутӑ тунсӑх:
Пирӗн умра - ҫул-уйрӑлу.
Ман ҫине эсӗ пуҫна уснӑ,
Куҫҫуллӗ санӑн ӑш куллу.
Тута хӗрӳлӗхӗ, ытам та
Сан тунсӑха сиреес ҫук.
Эпӗ чунна кӗрсе пытантӑм,
Пӗрле юлайтӑр манӑн чун.
Илсем, савни, эс чӗрене те,
Манпа пырать санӑн куллу.
Юлашки хут-ҫке сӗртӗнетӗн -
Тӑрса юлатӑн эс, хулу.
Сывпул, Мускав, чипер Марина,
Арбат, Высоцкий, ҫак вокзал.
Сире савса чуна парам-и -
Эп таврӑнап ҫавах кӑҫал.