Çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă ӳкерчӗксем кӗтетпӗр Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн хаçатра çак темăпа ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсне ирттересси «Сувар» хаçатра ырă йăлана кӗчӗ. Кăçал, Аслă Çӗнтерӳ 80 тултарнă çул, паллах, ирттермесӗр пултараймастпăр Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене халалланă конкурса. Эппин, хисеплӗ çамрăк вулаканăмăрсем, «Аслă Çӗнтерӳ. Никама та манман, нимӗн те манăçман» конкурса хутшăнма васкăр. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнас тесен? Хӳтӗлевçӗсене – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене – халалласа ӳкерчӗк тумалла та редакцие ярса памалла. Конкурса шкула кайман ачасенчен пуçласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем таранччен хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. Ӳкерчӗксене е почта урлă çырупа 420066, г.Казань, ул. Декабристов, д.2, Редакция газеты «Сувар» адреспа, е ӳкерчӗке паха сăн ӳкерсе хаçатăн suvar@mail.ruэлектронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса п