Найти тему
Тӳпе Юркки

АЛТӐР ҪӐЛТӐРА

Эпӗ - ҫӗр ҫинчи шӑмӑ купи ҫеҫ. Эс, ав, ҫӳлте, ман Алтӑр- ҫӑлтӑрӑм - тӳпе илемӗ те хуҫи.

Вӗри ҫеҫ пуҫăмпа хӗрӳ ҫеҫ чӗремре, пӗлесчӗ сан, мӗн чухлӗ ӗмӗт- шухӑш ҫуралмарӗ, мӗн чухлӗ пӑхрӑм сан ҫине. Мана кунта никам та ӑнланмарӗ, никам та йышӑнмарӗ ҫӗр ҫинче.

Сӗм - тӗттӗм, сивӗ кӑҫсенче пӗччен, мӗскӗнленсе эп утнӑ чух пӗр эс кӑна манпа калаҫрӑн, калаҫрӑн ҫӑлтӑр чӗлхипе: мӑнаҫлӑн, ӑшшӑн, вашаватлӑн. Тавах сана, ман ҫӑлтӑр тусӑм! Тек маншӑн ҫуккӑ никам та санран хакли, хитри те тӗрӗсси: тӑван ҫӗршыв, савни, анне те. Тӑван ҫӗршыв ытла та тӑвӑр, савниҫӗм - сутрӗ, аннеҫӗм - ӑнланмарӗ. Пӗр сан кӑна виҫесӗр кӑмӑл та илем, виҫесӗр тӗрӗслӗх, инҫет - мӗншӗн тесен эс хӑв - виҫесӗр.

Пӗлетӗп - кӗҫех эп кайӑп ҫӗр ҫинчен. Тархасласа ыйтатӑп, ҫӑлтӑрӑм, ил хӑв патна, илсемччӗ хӑв патна вилсен. Чӗрӗ чухне эп ҫӑлтӑр пулаймарӑм, ӑшӑтаймарӑм ырӑ ҫынсене. Эппин, вилсен те хӑть пуласчӗ ҫӑлтӑр ман. Тӳперен мӑнаҫланса, саркаланса сив ҫутӑ сапма мар - ҫак ҫӗр ҫинчи хура теейнӗ халăха ман чунӑм- чӗремрен телей те савӑнӑҫ, тӑнӑҫлӑх ҫути кӳресчӗ.

Тӗллевӗм ҫакчӗ ҫӗр ҫинче ...