Октябрь уйăхĕнче Мускаври Литераторсен тĕп çуртĕнче паллă чăваш поэчĕ, чăваш поэзийĕн хĕвелĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Чĕре сасси» литературăпа ÿнер каçĕ иртнĕ. Мускаври ентешсене Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Т.В. Казакова ăшшăн саламларĕ.
– Аслă поэтăн юбилейĕ тĕлне йĕркелÿçĕсем ЧР Наци библиотеки пулăшнипе темиçе проект хатĕрленĕ. Çав шутра – конкурссем, пултарулăх каçĕсем, тĕлпулусем. Июнь уйăхĕнче кĕнеке кăларчĕç. Эпир Мускавра тата Хусанта Çеçпĕл еткерне тивĕçлĕ шайра кăтартма шутларăмăр. Паян пирĕншĕн питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртет. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн пурнăçĕпе еткерĕ ĕмĕрсем хушши упранĕ, – тесе ăшшăн саламларĕ пухăннисене Татьяна Васильевна.
Раççей Писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ, прозаик, публицист, драматург Н.Ф. Иванов хăйĕн сăмахĕнче çапла каларĕ:
– Эсир тата Раççей Çеçпĕл пек поэт пуррипе телейлĕ. Унăн еткерлĕхĕ пысăках мар, анчах кашни сăвви пирĕн нумай нациллĕ литературăн пуянлăхĕ шутланать. Çеçпĕл сăмах тĕшшине уçма пĕлнĕ, сăмах виçине лайăх туйнă. Вăл Раççей литературинчи малтанхи теçеткене кĕнĕ. Эпир – ăс-тăнлă çĕршыв, наци поэчĕсене сума сăватпăр.
Çакăн хыççăн Н.Ф. Иванов «Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллине паллă поэтессăна, телевидени ертÿçине, «Çĕнĕ кун ывăлĕ» пьеса авторне Марина Карягинана парса чысларĕ.
– Çеçпĕл Мишши вилнĕренпе пĕр ĕмĕр ытла иртрĕ, анчах унăн поэзийĕ вилĕмсĕр. Вăл паян пирĕн республикăра кĕнекесем, театрсем, наука, вĕренÿ пуррине курнă пулсан…Наци библиотеки аслă поэт çинчен материалсем упраса хăваракан хăйне евĕрлĕ вырăн шутланать, – терĕ ЧР Наци вулавăшĕн директорĕ Р.М. Лизакова.
Мускаври ентешсенчен, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕнчен пухăннисене И.Н. Николаев полковник, çар наукисен докторĕ, профессор саламларĕ.
– Шкул саккинчен тăван халăха, тăван чĕлхене юратма чĕнсе калакан Çеçпĕл сăввисене астăватăп. Çамрăк поэт тăван çĕр шăпишĕн, ăрусен пуласлăхĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн пăшăрханнă...Шел, вăл питĕ ир вилнĕ. Унăн ÿчĕ аякри Украина çĕрĕ çинче выртать. Эпир вара часах ун патне кайма пултарасса ĕненетпĕр.
Иван Николаевич Наци вулавăшĕн директорне Р.М. Лизакована А. Г. Николаев ячĕллĕ медальпе наградăларĕ.
ЧР Профессиллĕ писателĕсен союзĕн председателĕ, паллă çыравçă Ольга Куликова (Улькка Эльменĕ) журналист хăйĕн салам сăмахĕнче çапла каларĕ:
– Çеçпĕл сăввисене вуланă чух кашнинчех мĕн те пулин çĕннине уçатпăр. Вăл – чăваш поэзийĕн классикĕ, çĕнĕ сăвă авторĕ. Эпир пурте унăн сăввисем çинче ÿснĕ. Çеçпĕлĕн сăввисем халĕ те хавхалантараççĕ. Вăл пур япалана та чун-чĕререн пурнăçланă, Анастасия Червякована та пĕтĕм чунтан юратнă…
Литература каçĕн иккĕмĕш пайĕнче пухăннисемшĕн интересли тата та нумайрах пулчĕ. Поэт тата куçаруçă Светлана Гордеева авторăн юбилейĕ тĕлне кăларнă «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!» (92 автор ăна хăйсен сăввисене халалланă) пуххине презентацилерĕ. Çавăн пекех Çеçпĕл А.П. Червякова патне çырнă çырусенчен пĕчĕк калăпăшлă пухха хăтлани интереслĕ иртрĕ. 1947 çулта Анастасия Петровна юратнă поэтăн çырăвĕсене панă пулнă.
Литература каçĕнче Марина Карягинан «Çĕнĕ кун ывăлĕ» кĕнекин хăтлавĕ те иртрĕ. Паллă поэтесса, журналист, телевидени ертÿçи, чылай литература премийĕн лауреачĕ поэт пурнăçĕнчи виçĕ паллă пулăма палăртса хăварчĕ.
– Асăннă пьесăна çырма йывăр пулчĕ. Мана поэтăн генилĕхĕ, Çеçпĕлĕн тупсăмĕ мĕнре текен ыйтусем канăç памарĕç. Унăн сăмахĕсем, унăн сăввисем ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç! Унăн хурçă шанчăкĕ халĕ те пурăнать! Ку шанчăк пире кирлĕ. Çеçпĕл шаннă-ĕмĕтленнĕ пекех пирĕн чĕлхе упранĕ. Пирĕн халăхăн телейĕ çакăн пек çын çуралнинче! – хĕрÿ сăмахпа, «Çĕнĕ ăрăва» хĕрÿ сăвăпа вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне пултаруллă çыравçă.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем «Çĕнĕ кун ывăлĕ» спектакль пайне кăтартрĕç. Поэт рольне – Сергей Никитин, Анастасия Червякована – Надежда Сергеева, ашшĕне – Николай Дмитриев, амăшне Ирина Архипова вылярĕç. Мускав кураканĕсене çамрăк та пултаруллă актер поэтăн чун ыратăвне, Нусьăна юратнине кăтартса пачĕ… Авторпа режиссера хăйне евĕрлĕ, чун-чĕреллĕ, тарăн постановкăшăн пысăк тав.
Литература уявĕ уçă микрофонпа вĕçленчĕ. В.М. Ильин полковник (Çеçпĕл вĕреннĕ Шăхасан шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер) кăçалхи август уйăхĕнче Крымра поэт юбилейне халалласа чăваш уявне ирттерни çинчен каласа пачĕ. Экономика наукисен кандидачĕ Л.В. Волков «Чӑваш ачине!», филологи наукисен кандидачĕ, паллă юрăç Григорий Вакку журналист «Хурçă шанчăк» сăвăсене илемлĕ вуласа пачĕç. Григорий Вакку Çеçпĕл Мишшине халалласа «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» Пĕтĕм Раççейри конкурс йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ.
Кăварлă, хĕрÿллĕ, вилĕмсĕр Çеçпĕл ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ! Унăн сăввисем, унăн кашни сăмахĕ паянхи кун миллионшар çын чĕринче упранать. Шăпах çакăнта пирĕн Çеçпĕлĕн генилĕхĕ палăрать те.
Альбина СТЕПАНОВА.
Мускав хули.