Медицина ĕçченĕсем кашни çулла ача-пăча инкекĕсен шучĕ ÿснине палăртаççĕ. Çакă ачасен пушă вăхăчĕ ытларах пулнипе, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ чакнипе çыхăннă. Аслисен тĕллевĕ – ачасене кирек мĕнле лару-тăрура та хăрушсăрлăх çинчен шухăшлама вĕрентесси.
Хăрушă мототехника
Ытларах пĕлтерĕшлĕ сурансемпе больницăсене 12-17 çулхи çамрăксем лекеççĕ. Вĕсем хăйсене çитĕннĕ çынсем тесе шутлаççĕ, хăйсен транспорчĕ пирки ĕмĕтленеççĕ: питбайк, скутер, мотоцикл туянасшăн. Транспорт туянма ÿкĕте кĕртсен ашшĕ-амăшĕсен сиксе тухакан мĕнпур хăрушлăхсене те шута илмелле: ача çакăн йышши техникăна тытса пымалли хăнăхусене алла илнĕ-и, тивĕçлĕ экипировка пур-и, аслă çул çине тухсан явап тытма пултарать-и?
Шел пулин те, мототехника питĕ хăрушă «тетте», вăл пысăк сурансемсĕр пуçне, вилĕм патне те илсе çитерме пултарать. Август уйăхĕн 5-мĕшĕнче Куюргазă районĕнче çул çитмен ачасем вилĕмпе вĕçленнĕ аварие лекнĕ – Racer мотоциклпа хирĕç килекен Vento мопед çапăннă. Çул-йĕр инкекĕнче 16 тата 17 çулхи икĕ водитель вилнĕ, 15 тата 17 çулхи икĕ пассажира йывăр сурансемпе больницăна илсе çитернĕ. Çул-йĕр полицийĕн ĕçченĕсем каласа панă тăрăх, çамрăк çынсен водитель прависем пулман.
Чугун çул çинчи пăтăрмах
Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче Гафури районĕнче чугун çул урлă каçмалли вырăнта 15 çулхи çамрăк вилнĕ. Арçын ача мотоцикл çинчен ĕмĕтленнĕ, ăна туянас тесе укçа пухнă, яланах тирпейлĕ çÿренĕ, анчах пĕр тĕрĕс мар шухăш пурнăçне татнă. Чугун çул урлă каçнă чух вăл поезд умĕнчен иртсе кайма шут тытнă: автомобильсен колоннине çаврăнса иртнĕ, хăвăртлăха шута илеймен… Сурансем йывăр пулнипе васкавлă пулăшу киличчен вилнĕ.
Кăçал хĕлле республика Кумертау хулинчи 16 çулхи ача пурнăçĕшĕн пăшăрханнă. Каччă каçма юраман вырăнта чугун çул урлă каçма шут тытнă. Вăл çывхарса килекен поезд сассине илтмен, мĕншĕн тесен пуçне капюшон тăхăннă, хăлхисене наушниксем чикнĕ пулнă. Ачана йывăр сурансемпе больницăна илсе çитернĕ. Медицина ĕçченĕсем икĕ уйăх хушши унăн пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ, анчах асамлăх пулса иртмен.
Мĕн пĕчĕкрен аслисем ачасене чугун çулĕсен çывăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла: поезд çывхарнă вăхăтра айккине пăрăнмалла, çула çуран çÿрекенсен каçмисем тата кĕперĕсем урлă çеç каçмалла, каçнă чухне наушниксене хывмалла, телефона пуçтармалла. Чугун çул урлă каçнă вăхăтра ачана хăрушлăх çинчен каласа памалла, семафорсен сигналĕсене пăхăнса тĕслĕхсем илсе кăтартмалла. Ачан чугун çул вылямалли вырăн маррине ăнланса илмелле. Иртсе каякан поездсем çине юрпа чулсем пăрахма, рельсăсем çине тĕрлĕ япаласем хума, çывхарса килекен поездпа юнашар вырнаçнă пассажир платформи тăрăх чупма юрамасть.
Самокат хăрушсăрлăхлă-и?
Пушкăртстан Республикинчи сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин хăйĕн социаллĕ сечĕсенче çу пуçланнăранпа 13,5 пин ытла ача тĕрлĕ сурансене пула медицина пулăшăвĕ ыйтнине пĕлтернĕ. Шăйрăлнин, ыраттарнин, шăмă хуçнин тата пуç мимине кисрентернин тĕп сăлтавĕ роликсем, велосипедсем, килти батутсемпе самокатсем шутланаççĕ.
– Электросамокатсемпе уйрăмах анлă усă кураççĕ. Асăннă транспортпа çÿресе ытларах хул шăммипе хул пуççийĕсене хуçаççĕ, – тет Айрат Рахматуллин. – Статистика тăрăх, кашни ача-пăча травмпункчĕ 4-5 пĕчĕк пациента тимĕр конструкци вырнаçтарассипе эрнесерен кăткăс операцисем туса ирттерет.
Министр канаш панă тăрăх, ÿкнĕ чухне сурансенчен хăтăлас тесен çыннăн хăйне тĕрĕс тыткалама пĕлмелле. Ӳкнĕ май çын хăй сисмесĕрех аллине малалла тăсса пĕтĕм кĕлеткипе ун çине йăтăнса анать. Çапла майпа аллисем хуçăлаççĕ. Урисене мелсĕр тăсса хунăран ури чĕркуççи тĕлĕнче хуçăлать.
Самокатпа пĕрремĕш хут паллашнă чухне ашшĕ-амăшĕсем ачана çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли правилăсем çинчен тĕплĕн каласа памалла: машинăсем çÿрекен çул çине тухмалла мар, çул урлă çуран каçмалла, çуран çÿрекенсене чăрмав кÿмелле, наушниксемпе усă курмалла мар, шлем, чĕркуççисем тата чавсасем çине хÿтĕлев хатĕрĕсем тăхăнмалла.
Çутта хирĕç çутатакан элементсемпе усă курăр
Тумтир çинче çутта хирĕç çутатакан элементсем пĕчĕк япала пек туйăнаççĕ, анчах вĕсем çулсем çинчи ача-пăча инкекĕсен шутне икĕ хут чакараççĕ. Ача çуран пырать-и, велосипедпа е самокатпа ярăнать-и, унăн тумтирĕпе «транспорчĕ» çинче çутта хирĕç çутатакан элементсем пулмалла. Вĕсен пуррипе водитель талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çуран çÿрекен ҫын çул урлă каçнине е çул хĕррипе утса пынине çăмăллăнах асăрхама пултарать. Çул-йĕр полицийĕсем ăнлантарса панă тăрăх, водитель фарăсен çывăхри çуттипе çуран пыракан çынна 25-50 метртанах курать. Ун çинче çутта хирĕç çутатакан элементсем пур пулсан, курăнаслăх 150-200 метрпа танлашать. Фарăсен аякри çуттипе дистанци 350 метра çитет, водителе йышăну тума вăхăт çителĕклех.
– Çутта хирĕç çутатакан элементсене тум çине вырнаçтарнă вăхăтра, вăл водителе хăш енчен лайăх курăннине шута илĕр, – тет паллă общество деятелĕ, ПР Çемьесен союзĕн ертÿçи Ирина Сухарева. – Уйрăмах шурă, сарă е çутă сăрă тĕссене суйласа илĕр, вĕсем автомобиль фарисен çуттине ыттисенчен лайăхрах çутатаççĕ. Асăннă элементсене пур енчен те вырнаçтарсан аван пулĕччĕ. Астăвăр, вĕсем рюкзакпа ан хупланччăр. Сăмах май, рюкзак çине те çутта хирĕç çутатакан элементсене вырнаçтарма пулать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.