Найти тему

«Чăваш тĕнчи» яланах халăх хушшинче

Ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Куюргазă район центрĕнчи, Ермолаево салинче, 2№ шкулта «Чăваш тĕнчи» куçса çÿрекен курав ĕçленĕ. Вăл кăмăл пур çынсене чăваш халăхĕн культурипе тата кулленхи пурнăçĕпе паллаштарать.

Çак пархатарлă та пысăк ĕçе чăваш хастарĕ Анатолий Ефремов малалла тăсать. Анатолий Николаевич – «Чăваш тĕнчи» куравăн ертÿçи, «Чăваш наци конгресĕ» Аслă Канашĕн пайташĕ, чăваш юхăмĕн хастарĕ. Курав вăхăтĕнче вăл пухăннисене чăваш халăхĕн тата Чăваш Республикин историйĕ, хула-ялсенче пурăнакан чăвашсен шучĕ çинчен каласа панă. Унсăр пуçне А.Ефремов чăваш культурин еткерлĕхĕпе, уйрăмах алăпа ăсталанă япаласемпе паллаштарнă: тĕрленĕ минтерсем, минтер пичĕсем, ал шăллисем, сĕтел çиттисем, арçынпа хĕрарăмăн стилизациленĕ тумĕсем. Çавăн пекек курав ертÿçи чăваш халăхĕн юрă-кĕвĕ культурине те тимлĕх уйăрнă. Ачасем хăйсем те музыка инструменчĕсемпе кĕвĕ каласа пăхнă. Вĕренекенсене «Янрав» чăваш вокал ансамблĕ шăрантарнă юрăсем тыткăна илнĕ.

Ермолаево салинчи 2№ шкулăн коллективĕ Анатолий Николаевича халăх йăли-йĕркисене упраса хăварма тăрăшнăшăн, наци пуянлăхне халăх хушшинче сарнăшăн, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре тÿпе хывнăшăн чунтан тав тăвать.

Автор:Ирида Матниязова

С подпиской рекламы не будет

Подключите Дзен Про за 159 ₽ в месяц