Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Раççей çыннисем Халăхсен пĕрлехĕн кунне паллă тăваççĕ. Çав шутра Пушкăртстан та. Мĕншĕн тесен 100 ытла наци пурăнакан пĕрлĕхĕн хайĕн çитĕнĕвĕсем, савăнăçĕ, килĕшĕвĕпе тăнăçлăхĕ пур. Апла пулсан пурнăç хăйĕн йĕркипе малалла аталанать. Çакă чи пахи.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне районсемпе хуласенче те хапăл туса йышăнаççĕ. Вăл кашни çулах Хусан Турă амăшĕн турăшĕ (икона) кунĕпе тÿр килет. Çак пулăм та уяв пĕлтерĕшне хăватпа тасалăх, çĕкленÿпе ырлăх кĕртет-тĕр. Вырăнти чăваш хастарĕсем те никам хушмасăр Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, йышпа пухăнса савăнăççĕ тата ытти тĕрлĕ мелсемпе усă курса туслăхпа ăнлану туйăмĕсене çынсен ăсне хывма пулăшаççĕ. Çакна Кармаскалă районĕнчи Тинĕскул ялĕнчи Галина Федорован алă ĕçĕ те çирĕплетсе парать. Галина Егоровна ăсталанă, наци тумĕсем тăхăнтартнă пушкăртпа чăваш хăрарамĕ (сăн ÿкерчĕкре) пĕр чĕлхе тупни хăй ырă пулăм. Тавах ăна çак ăшпиллĕ композицишĕн. Малашне тата çакăн пек илемлĕ ĕçсем ăсталаса çамрăк ăрăва хамăрăн культурăпа тарăнрах паллаштармалла пултăр. Ун чухне вĕсем те пĕрлĕхре вăй пулнине ăнланса илессе шанас килет.