Ватă тата ылтăн пулă.
Ватă пулă тытнă,тет
Пулли ылтăн пулнă,тет
Пысăк та мар, пĕчĕк мар
Хăйне кура пит капмар.
Ватă шутлать ; ăшалас
Шăммине тухса п(ă)рахас
Пулă шутлать ;çăлăнас
Епле пулăçран тарас ?
Çынсем пĕлеç: пулăсен
Челхи çук,йăпăлкасен
Чĕнмеç, çынпа калаçмаç
çăвар уçаç, те ыйтаç
Хăйсене шыва яма
Çут тĕнчепе савăнма.
Ылтăн пулăн чĕлхи пулнă
Ватă çынран ирĕк ыйтнă
Пулнă ватта пулăшма
Ĕмĕтсе пурнăçлама.
Юрĕ, тенĕ, асатте
Янă пулла çырмана
Каланă вăл ĕмĕтне :
Ĕçес килет ман сăра....
Кĕтех, кĕтех, тăрпăлтай
Сĕлекӳ юхать , ай-ай
Кама эсĕ пит ĕнентĕн
Çутă ĕмĕтпе килентĕн ?
Пулăсен ,вĕт, хӳри пур
Хӳри пур тăк, вăл ишет
Тарăна ишсе кайать
Куçран тарса çухалать
Ĕмĕт çаплах кĕл пулать..
Ватă юлчĕ ухмаха
Ылтăн пулăна шанса.
Сăмаха çапла вĕçлес :
Пăртакçă çеç пул тӳрккес
Йапшар чĕлхене илтсен
Суя сăмахха сиссен.
20.09.2009 çул(год).
Печкин Владимир Антонинович