Эпӗ - ҫӗр ҫинчи шӑмӑ купи ҫеҫ. Эс, ав, ҫӳлте - Аттемӗр - Турӑҫӑм. Вӗри ҫеҫ пуҫăмпа хӗрӳ ҫеҫ чӗремре, пӗлетӗн эс, мӗн чухлӗ чыссӑр ӗмӗт-шухӑш ҫуралмарӗ, мӗн чухлӗ ҫылӑх турӑм ҫӗр ҫинче. Ӑҫта ҫитсен те канлӗх тупаймарӑм, савӑнтараймарӑм ырӑ ҫынсене. Юлашкинчен: укҫасӑр, ҫуртсӑр, ҫӗтӗк- ҫатӑк, вӑй-халсӑр та пӗччен тӑратӑп санӑн умӑнта, ыйтатӑп каҫару санран.
Пӗлетӗп: кӗҫех эп кайӑп ҫӗр ҫинчен. Тархасласа ыйтатӑп, Туррӑмҫӑм: ил хӑв патна, илсемччӗ хӑв патна вилсен.
Чӗрӗ чухне чуру эп пулаймарӑм, мухтаймарӑм аслӑ сан ятна. Эппин, вилсен те хӑть пуласчӗ санӑн ҫывӑхра,
ятна мухтасчӗ ӗмӗр-ӗмӗр. Пӗлетӗп: тивӗҫӗм ҫукрах, май ҫук виҫесӗр ырлӑха ыйтатӑп. Ҫапах та каҫарсам мана, каҫар та илччӗ хӑв патна. Эп малашне ӗненӗп сана ҫеҫ, санра кӑна шыратӑп ҫӑлӑнӑҫ, хӑват, хаваслӑх, канлӗх , юрату.
Мухтав, мухтав сана, Аттемӗр- Турӑ, мухтав сана паян, ыран та ӗмӗр- ӗмӗрех! Аминь!
АТТЕМӖР ТУРРӐМА
Около минуты
17 июня 2023