Эп сансӑр пурнаймастӑп- ши,
Ҫитет-ши маншӑн сывлӑшӗ?
Эп сансӑр пурнаятӑп-ши,
Ҫитет-ши манӑн сывлӑхӗ?
Эп сансӑр савӑнассӑм ҫук,
Эп сансӑр сывлаяссӑм ҫук.
Вӗҫленӗ манӑн тикӗс ҫул,
Иртсе ман кайӗ ӑшӑ ҫу.
Эп сансӑр йӑлт пӗчченлӗхре,
Эп сансӑр ҫутӑ тӗттӗмре.
Эп сансӑр ирӗк читлӗхре,
Эп сансӑр йӳҫӗ тӗтӗмре.
Эс мана, савниҫӗм, хӗрхенсем,
Эс мана, тархасшăн, ӗненсем.
Телей каллех ак ҫиттӗр вирхĕнсе,
Каллех куҫсем те тӑччӗр йӗпенсе.
Эп сансӑр пурăнаймастăп ҫав,
Эс манӑн чӑн та сывлӑшӑм.
Эс те мансӑр пурӑнаймӑн ҫав,
Пӗртен-пӗр хаклӑ тусӑмҫӑм...
САНСӐР
Около минуты
1 прочтение
29 мая 2023