Найти тему
Тӳпе Юркки

ЧӐН ТЕЛЕЙ

Чӑн телей - юратура кӑна:
Юрату - илемлӗх, чыс, тӗнче.
Нихӑҫан та ан сутсам ӑна,
Пурнӑҫ тыткӑчийӗ - ун ҫинче.

Чӑн телей - юратура кӑна,
Вăл вара - пурнӑҫ пекех пӗрре.
Ҫавӑнпа та упрасам ӑна,
Ан таптаччӗ чӗрери тӗрре.

Чӑн телей - юратура кӑна,
Тен, эсир чаппа мулра та тейӗр.
Чӑн телей - юратура кӑна,
Пурӑнсан, ак, хӑвӑр та ӗненӗр.

С подпиской рекламы не будет

Подключите Дзен Про за 159 ₽ в месяц