Найти тему
Тӳпе Юркки

ҪУЛ -УЙРĂЛУ

Чунра каллех ҫап-ҫутӑ тунсӑх:
Пирӗн умра - ҫул-уйрӑлу.
Ман ҫине эсӗ пуҫна уснӑ,
Куҫҫуллӗ санӑн ӑш куллу.

Тута хӗрӳлӗхӗ, ытам та
Сан тунсӑха сиреес ҫук.
Эпӗ чунна кӗрсе пытантӑм-
Пӗрле юлайтӑр манӑн чун.

Илсем, савни, эс чӗрене те
Манпа пырать санӑн куллу.
Юлашки хут ҫке сӗртӗнетӗн-
Тӑрса юлатӑн эс, хулу .

Сывпул, Мускав, чипер Марина,
Арбат, Высоцкий, ҫак вокзал.
Сире савса чуна парам-и-
Эп таврӑнап ҫавах кӑҫал.