Найти тему
Тӳпе Юркки

АРҪЫН ТӖРЕКӖ

Эп сана текехрен никама та памас :
Арҫынна , сив ҫиле , ют куҫа , укçана.
Ирĕке те яма сана хӑрамас -
Чунупа чӗрӳне маншӑн ҫеҫ эс уҫан .

Тупрӗҫ ман алӑсем санӑн ыр ачашна ,
Тутасем асилтерчӗҫ манса кайнӑ юрра .
Эп кӗместӗп шала санӑн иртнӗ асна -
Эс мана ҫеҫ юрат та мана ҫеҫ юра .

Эп вара вӗҫсе кайӑп инҫе тӳпене ,
Илсе анӑп унтан мӗнпур ҫӑлтӑрне .
Телейпе ун чухне сан куҫу йӗпенет,
Эс ӑнланӑн вара - мӗн хак ҫакӑ парне .

Эсӗ - манӑн савни , эсӗ - манӑн хӗвел,
Эп - сана кашни кун юратаканӗ.
Ҫакӑн пек вӑл - ҫемье,ҫакӑн пек вӑл - телей,
Пӗр тан туйӑм ҫеҫ - пурнӑҫа тӑсаканӗ .

Нумай та пачах мана кирлĕ мар :
Эсӗ ӑшшӑн кулни те сассу илтӗнни .
Юнашарччӗ ялан , ан пулсамччӗ сывмар ,
Сӑмах эпӗ хушсан эсӗ хирӗҫ чӗнни .

Никама та кӑтартмӑп сана текехрен -
Юрату тĕнчине телейпе питӗреп .
Сан ҫине авланап - ҫак йӑла ӗлӗкрен ,
Арăм кирлĕ ҫынна , вӑл арҫыншӑн - тӗрек .